Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕвĕ цехĕнче ĕç вĕрет

Çĕвĕ цехĕнче ĕç вĕрет

Елчĕкри «Радуга» лавкка пулнă çуртра вырнаçнă Олеся Мясникова уйрăм предпринимателĕн 2015 çулта уçăлнă «Пчелка» ООО çĕвĕ производство предприятине (ку вырăна вăл иртнĕ çулта куçнă) пырса кĕрсенех кунта ĕç вĕресе тăни тỹрех куç умне пулчĕ. Юнашар лартса тухнă сĕтелсен хушшине вырнаçнă çĕвĕçсем пуçĕсене çĕклемесĕр ĕçлеççĕ. Коллективра пĕр арçын çеç. Тепĕр уйрăмра пусмасене виçсе касаççĕ, виççĕмĕшĕнче хатĕр тумсене якатаççĕ… Кашниех хăйсене шаннă тивĕçе, палăртса панă кулленхи плана тултарас тĕллеве мала хурать.

— Эпĕ ку çĕвĕ предприятийĕ пуррине пĕлсен питĕ савăнтăм. Вăл уçăлсан пĕр çулталăкран вырнаçрăм та, паянхи кун та тулли кăмăлпа çỹретĕп. Вырăнтах кăмăла каякан ĕç тупма пултарни, тивĕçлĕ шалу тỹлени хавхалантарать, — тет Елчĕк ялĕнче пурăнакан Мария Карсакова.

Предприятинче нумай çул ĕçлекенсем татах та пур: Галина Николаева (Патреккел), Татьяна Крупина, Ирина Афанасьева (Елчĕк), Вера Петрова (Элекçей Тимеш), Ирина Мальцева (Тỹскел) тата ытти те.

Хальхи вăхăтра коллективра 35 çын ĕçленине, ятарлă тумсем çĕленине пĕлтерет Вера Петрова мастер-технолог.

Е.ПЕТРОВА.

Автор сăн ỹкерчĕкĕнче: Вера Петрова, Ирина Мальцева, Мария Карсакова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code